Episodi

  • Ӗлӗк-авал пурӑннӑ тет кишлакра пӗр каччӑ. Ӑна Тугры (Тӗрӗс) тесе чӗннӗ. Утсӑр пуҫне унӑн тек нимӗн те пулман. Пӗр ялта ӗҫ шыранӑ вӑл, тепринче — анчах май килмен. Вара утне утланнӑ та телей шырама инҫетри ҫӗрсене ҫула тухнӑ.

    Кайсан-кайсан ҫул ҫинче вӑл пӗр ҫынна тӗл пулнӑ. Вӗсем калаҫса кайнӑ. Тугры унран ӑҫталла ҫул тытнине ыйтнӑ.

    — Ӗҫ шыратӑп

    — Эсӗ мӗн ятлӑ?

    — Эгры (Ултавҫӑ).

    — Мана Тугры тесе чӗнеҫҫӗ. Атя туслашар, пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗрле ӗҫ шырӑпӑр.

    Ҫапла вӗсем ӗмӗрӗпех туслӑ пурӑнма калаҫса татӑлнӑ.

    Тугры ҫулташне шелленӗ, ӑна хӑйӗн утне утланма сӗннӗ. Эгры ут утланнӑ та нухайккапа ҫапа-ҫапа тара панӑ. Тугры нимсӗрех тӑрса юлнӑ — ут хӳрине ҫеҫ курса юлнӑ.

    Тӗлӗнсех кайнӑ каччӑ: ӗмӗрӗпех пӗрле пулатпӑр тесе сӑмах панӑ ҫын ӑна тӑшман пек кӳрентернӗ. Анчах нимӗн те тӑваймӑн, Тугры ҫуранах малалла лӗпӗстетнӗ.

    Таврана каҫ сӗмӗ витсен Тугры ансӑр сукмак ҫине тухнӑ. Ҫав сукмакпа кайсан-кайсан вӑл сӗм вӑрмана ҫитнӗ. Акӑ ҫаранта икерчӗ пӗҫермелли кӑмакана курах кайнӑ.

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир

    Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.

    Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,

    2018 ҫул).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Пурӑннӑ тет ӗлӗк-авал пӗр питӗ чухӑн ҫын. Унӑн виҫӗ ывӑлпа хӗр ҫитӗннӗ. Ачисене тутӑ ӳстерме йывӑр пулнӑ пулин те, ашшӗ вӗсемшӗн питӗ тӑрӑшнӑ, пӗр-пӗр ӑсталӑха вӗрентнӗ. Кашни ачи пултаруллӑ та вӑр-вар ӑста пулса тӑнӑ. Аслӑ ывӑлӗ чи инҫетри япалана та шӑршинчен пӗлнӗ. Вӑталӑх ывӑлӗ тӗл пенӗ, хуть мӗнле аякра вӗҫекене те персе лектернӗ. Кӗҫӗнни вӑйлӑ пулнӑ, кирек мӗнле йывӑр япалана та йӑтма пултарнӑ. Хӗрӗ ал ӗҫ ӑсти пулнӑ.

    Ӳснӗ ачисене нумаях та пӑхса савӑнайман ҫав ашшӗ, кӗҫех вилнӗ. Ачисем амӑшӗпе пурӑнма пуҫланӑ. Хӗре усал улӑп — див — куҫран вӗҫертмен. Ӑна пӗррехинче ӑнсӑртран курах кайнӑ та вӑрламах шут тытнӑ. Анчах ҫакна сиснӗ пиччӗшӗсем юратнӑ йӑмӑкне пӗччен ниҫта та кӑларса яман.

    Пӗрре виҫӗ йӗкӗт сунара пуҫтарӑннӑ, амӑшӗ вӑрмана ҫырлана кайнӑ. Йӑмӑкӗ килте пӗчченех юлнӑ.

    Тухса кайиччен пиччӗшӗсем ӑна хытарсах асӑрхаттарнӑ:

    — Кӗҫех таврӑнатпӑр, кӗтсе ил пире. Сана усал улӑп тапӑнма пултарать, ҫавӑнпа та пӳрте ҫӑраҫҫипе питӗрсе илетпӗр.

    Вӗсем тухса кайнӑ, йӑмӑкӗ килте пӗчченех юлнӑ.

    Усал улӑп ҫакна пӗлнӗ те пӳрт алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ, хӗре вӑрласа кайнӑ.

    Акӑ пиччӗшӗсем сунартан таврӑннӑ, амӑшӗ те вӑрмантан килнӗ. Килӗ умне ҫитсен вӗсем пӳрт алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларнине курах кайнӑ.

    Шала чупса кӗреҫҫӗ — унта никам та ҫук, йӑмӑкне вӑрласа кайнӑ...

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир

    Григорьев; Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.

    

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.

    Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,

    2018 ҫул).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Episodi mancanti?

    Fai clic qui per aggiornare il feed.

  • Кӑвак кӳлӗ ҫывӑхӗнче мӑн кӑмӑллӑ якут хӗрӗпе тата ырӑ якут ывӑлӗпе пурӑннӑ. Юртисем юнашарах ларнӑ пулин те вӗсем нихӑҫан та пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳремен. Икӗ якут кӳлӗ хӗрринче пӗр вӑхӑтра пулӑ тытсан ырӑ якут сывлӑх сунса пуҫ тайнӑ, мӑн кӑмӑлли ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман. Ырӑ якут урамра ун юрти ҫине пӑхса ларсан лешӗ ҫурӑмпа вӑрт ҫаврӑннӑ. Ырӑ якут ҫывӑхри ҫырмана пулӑ тытма тухсан мӑн кӑмӑлли унран чылай аякка кайса ларнӑ. Ҫапла пурӑннӑ та вӗсем.

    Пӗррехинче кӑвак кӳлӗ ҫийӗн вӑйлӑ Ҫил вӗҫтерсе пынӑ та ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштермесӗр пурӑннине курнӑ...

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир

    Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.

    Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,

    2018 ҫул).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Ку ӗҫ халь мар, тахҫанах пулса иртнӗ. Ӗлӗк-авал Шейдулла ятлӑ ҫын пурӑннӑ, вӑл шутсӑр наян пулнӑ.

    Арӑмӗпе ачисем пӗрмаях выҫӑ ҫӳренӗ, ҫӗнӗ кӗпе-тумтир пирки ӗмӗтленме-и унта? Тарӑхнипе арӑмӗ Шейдуллана ӗҫлеместӗн тесе вӑрҫма пикенет, лешӗ хирӗҫ:

    — Атя ан кулян. Хальлӗхе эпир чухӑн пурӑнатпӑр, ак кур, кӗҫех пуйса каятпӑр, — тесе лӑплантарать.

    — Ӑҫтан пуян пурӑнӑпӑр-ха эпир? Эсӗ кунӗпе те урлӑ выртана тӑрӑх ҫавӑрса хумастӑн! — тарӑхать арӑмӗ.

    Лешӗ хӑйӗннех перет:

    — Тӑхта, вӑхӑт ҫитсен эпир те пуйса кайӑпӑр.

    Кӗтрӗ арӑмӗ, кӗтрӗ, ачисем те кӗтрӗҫ — кӗтсе илеймерӗҫ.

    — Тек кӗтме вӑй-хал ҫук, капла выҫсах вилетпӗр, — терӗ пӗррехинче арӑмӗ.

    Шейдулла ӑсчах патне канаш ыйтма каяс терӗ: чухӑн пурнӑҫран епле хӑтӑлмалла? Пуҫтарӑнчӗ те, ҫула тухрӗ. Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ утрӗ Шейдулла, ҫул ҫинче ырханкка Кашкӑра тӗл пулчӗ.

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир

    Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.

    Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,

    2018 ҫул).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Чӑн пулнӑ-и ку, пулман-и, халь никам та пӗлмест, анчах та халӑх хушшинче ҫапларах сӑмах-юмах ҫӳрет.

    Пурӑннӑ тет ҫӗр ҫинче пӗр хӗрача. Вӑл тӑлӑх пулнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ вилсен унӑн ватӑ тӗвепе пӑру ҫеҫ юлнӑ.

    Хӗрача тӗвене сутса янӑ та ҫав укҫапа тумтир туяннӑ, пӑрӑвне выҫӑ вилесрен пусса ҫинӗ.

    Анчах та кӗҫех унӑн тумӗ кивелнӗ, какайне те вӑл ҫисе янӑ. Ҫавӑнпа та хӗрача пурӑнма пуян тӑванӗ — бай — патне кайнӑ.

    Лешӗ хыткукар та усал ҫын пулнӑ, арӑмӗ — тата та усалрах та хыткукартарах. Вӗсем хӗрачана хӗрхеннипе мар, ӗҫлекен кирлӗ тесе хӑйсем патӗнче усранӑ.

    Пӗр канми ӗҫленӗ мӗскӗнскер: кӑмака хутма вутӑ йӑтнӑ, вучах чӗртнӗ, юртӑна тирпейленӗ, ӗнисене сунӑ, шыв ӑснӑ.

    Тем пек тӑрӑшсан та тӑванӗпе арӑмӗ ӗҫе йӗркеллӗ туман тесе вӑрҫнӑ ӑна, хушӑран хӗненӗ те.

    Мӗскӗн хӗрача питӗ хурланнӑ, куҫҫульпех макӑрнӑ.

    Пӗррехинче хӗлле байпа мӑшӑрӗ хӗрачана шыв патне янӑ, вак куҫӗ тума пуртӑ тыттарнӑ...

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир Григорьев, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекенӗ: Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018 ҫул).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Пӗрре Тилӗпе Тӑрна тӗл пулнӑ. Тилӗ пуҫне пӗксе пӑхнӑ та:

    — Мӗскӗн Тӑрна, сан икӗ ура ҫеҫ иккен, — тенӗ кайӑка шеллесе.

    Тӑрна урисем ҫине пӑхнӑ: чӑнах та, унӑн икӗ ура ҫеҫ, Тиллӗн вара: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ — тӑватӑ ура! Тӗлӗннипе Тӑрна ҫӑварне карса пӑрахнӑ.

    — Ай! Ах, мӗскӗнскер, санӑн пӗр шӑл та ҫук-ҫке? Кур-ха, манӑн вӑтӑр ултӑ шӑл, ҫӗр ӑс, тӑватӑ ура, икӗ хӑлха тата питӗ чаплӑ хӳре пур!

    Куна илтсен Тӑрна кӳренмеллипех кӳреннӗ. Куляннипе мӑйне тата ытларах тӑснӑ та инҫетре Ҫынна курах кайнӑ.

    — Хисеплӗ Тилӗ, сунарҫӑ килет! — кӑшкӑрса янӑ Тӑрна.

    Тилӗ хӳрине хӑй ҫумне пӑчӑртанӑ та пурӑш йӑвине вӗлт кӗрсе тарнӑ. Тӑрна — ун хыҫҫӑн. Сунарҫӑ ҫакна курса юлнӑ, вӑл шӑтӑк патне пынӑ та ҫӗре алтма пикеннӗ.

    — Ах, Тилӗ тусӑм, — макӑрсах янӑ Тӑрна, — сунарҫӑ пирӗн шӑтӑка чакаласа кӗресшӗн. Санӑн тӑвӑтӑ ура, вӑтӑр ултӑ шӑл, ҫӗр ӑс. Мӗнле ҫӑлӑнмаллине шутла-ха...

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекенӗ: Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018 ҫул).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • «Виҫӗ вӑкӑр». Туркмен халӑх юмахӗ

    Ӗлӗк-авал пӗр хресченӗн виҫӗ вӑкӑр пулнӑ: хура, хӑмӑр тата ула тӗслӗ пулнӑ вӗсем. Хайхискерсем ӳссе ҫитсен тӗреклӗ вӑкӑрсем пулса тӑнӑ. Пӗрре шухӑша кайнӑ вӗсем.

    — Эпир хуҫа патӗнче юлсан вӑл пире кӳлсе ярӗ те, мӗн виличчен ҫӗр сухалама тивӗ, ҫитменнине тата йывӑр ҫӗклемсем сӗтӗрӗпӗр. Атьӑр вӑрмана тухса таратпӑр, унта эпир ирӗклӗ те, тутӑ та пулӑпӑр.

    Каланӑ — тунӑ. Вӑкӑрсем хуҫаран вӑрмана тухса тарнӑ, анчах унта нумаях та савӑнайман: вӗсене вунӑ арӑслан тапӑннӑ. Ҫапах та вӑкӑрсем вӗсене парӑнман. Ҫӳллӗ вырӑнта виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗрне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑнӑ та арӑслансене шӗвӗр мӑйракисемпе хӑмсарнӑ. Лешсем тапӑнма шикленнӗ. Пӗр арӑсланӗ юлташӗсене ҫапла каланӑ:

    — Мӗншӗн эпир вуннӑн ҫӳретпӗр, анчах та хамӑр пурпӗрех выҫӑ? Эсир луччӗ сунара кайӑр, эпӗ пӗччен виҫӗ вӑкӑр вӑйне тӗрӗслӗп.

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев тата Василий Иванов, Григорий Петров артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Пӗр пуян казахӑн пӗртен-пӗр ывӑл пулнӑ. Вӑл пӗрмаях лаша кӗтӗвне пӑхнӑ. Пӗррехинче ун патне палламан ҫын пынӑ та:

    — Ачам, эсӗ мана хӑвӑн лашусене пар-ха. Эпӗ сана уншӑн виҫӗ ӑслӑ канаш парӑп, — тенӗ.

    Каччӑ килӗшнӗ те лашисене тыттарса янӑ. Палламан ҫын ҫапла каланӑ:

    — Ачам! Ҫӑкӑр-тӑварпа хӑналаканшӑн нихӑҫан та тӑшман ан пул. Ир хатӗрленӗ апата ан тирке. Сылтӑм аллу ҫапӑҫма вӑрҫӑ пуҫласан сулахаййин ӑна чармалла.

    Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн палламан ҫын лашасене ҫавӑтнӑ та куҫран ҫухалнӑ.

    Киле таврӑнсан ывӑлӗ ашшӗне палламан ҫын пирки пӗтӗмпех каласа панӑ. Ашшӗ тарӑхса кайнӑ, ывӑлне вӑрҫса пӗтернӗ, унтан килӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ.

    Чылай вӑхӑт ҫапкаланса ҫӳренӗ каччӑ, ҫӳресен-ҫӳресен хулана ҫитнӗ те хан керменӗ патне пынӑ.

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев тата Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Ӗлӗк-авал пуян ҫемьере хитререн те хитре хӗр ҫитӗннӗ тет. Ашшӗпе амӑшӗ ун ҫине пӑхса тӑранайман: сивӗрен те, шӑрӑхран та упранӑ.

    Кӗҫех вӗсем ҫуттенчерен уйрӑлнӑ. Хӗрӗ тӑлӑха юлнипе вӗри куҫҫуль юхтарса Турра тарахасланӑ, хӑйне шеллеме ыйтнӑ.

    Пӗрре хӗр алӑкне телей пырса шакканӑ: ҫакӑ хитрескерне ҫураҫнӑ тет. Мӑшӑр килӗнче пурӑнма куҫнипе, упӑшкийӗ ир пуҫласа каҫчен тар юхтарса ӗҫленипе кӗлчечек пек илемлӗскерӗн килти мӗнпур ӗҫе тума тивнӗ.

    Анчах хӗрӗ килне тытма пӗлмен. Ҫавна пула вӑл Турӑ патне кӗл янӑ, ӑна пулӑшма ыйтнӑ.

    Пӗр кунхине кӗлтума хатӗрленнӗччӗ кӑна, пӳрте ватӑ хӗрарӑм кӗрсе тӑнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ку хӗрне валли парне илсе килнӗ...

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев тата Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • Ӗлӗк-авал Шуратӑл шывӗ хӗрринче пурӑннӑ тет карчӑкпа старик. Ӗмӗре пурӑнса ирттернӗ май вӗсен пӗр ача та ҫуралман. Ҫавӑншӑн вӗсем питӗ хурланнӑ тет.

    Пӗрре старик сунара тухнӑ та ҫулпа утнӑ май пӗр ту умне канма ларнӑ. Ӑнсӑртран ыйхӑ пусса илнӗ ӑна. Тӗлӗкре вӑл Ту хуҫипе тӗл пулнӑ.

    Малалла мӗн пулса иртни пирки пӗлес тетӗр пулсан ҫак юмаха итлӗр.

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев тата Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

  • «Чемен» чӑваш халӑх юмахӗ сире тӗленмелле паттӑр ҫинчен каласа кӑтартӗ. Кам-ши вӑл Чемен? Мӗншӗн вӑл ял-йышне хӑй вилсен лашипе ҫар хатӗрӗсене те пӗрлех пытарма хушнӑ? Чемене чӗрӗтсе тӑратас тесен мӗн тумалла пулнӑ? Мӗнпе ял халӑхӗ паттӑр умӗнче айӑпа кӗнӗ? Мӗншӗн чӑвашсем ҫулсерен Чемене чӳк тӑваҫҫӗ-ши?

    Ҫакӑ тата ытти ыйтусем ҫине хурав тупас тетӗр пулсассӑн юмаха итлеме васкӑр. Асамлӑх авӑрӗ кӗтет сире.

    Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев; Василий Иванов, Григорий Петров артистсем, Дмитрий Тимин студент.

    Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).

    Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.